Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Кинона ӗнер ӳкерме пуҫланӑ.
Аса илтерер, фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплать. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви «Чебоксарские новости» хаҫат хыпарлани ҫине таянса пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫиччӗмӗш класра вӗренекен Карина фильмра ӗне сӑвӗ. Вӑл ялта ку ӗҫе хӑнӑхнине пӗлтернӗ. Фильмра Карина журналист сӑнарне те вылӗ. Шкулти TV5 студие ҫӳрекенскер телекамера умӗнче хӑйне хӑюллӑ туять. Фильмра ӳкерӗнме тивӗҫҫисене суйланӑ чух та вӑл хӑйне харсӑр тытнӑ.
Чӑваш АССРӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх артисчӗ, Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медале, «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята тивӗҫнӗ Морис Яклашкин режиссер паян 70 ҫулхине паллӑ тӑвать.
«Хыпар» хаҫатра нумаях пулмасть ун пирки ҫырса кӑтартнӑ материалта Морис Яклашкина Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнчи фельдшерпа акушер ялӗнче санитаркӑра ӗҫленӗ амӑшӗ тухтӑра ярасшӑн пулнине уҫӑмлатнӑ. Канашри медучилищӗне ҫул тытнӑскер унти педучилищӗн музыка уйрӑмне вӗренме кӗрет.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллине тӑватӑ теҫетке ҫул ертсе пырать вӑл. Чӑваш симфони музыкине сарас тӗллевпе 2000 ҫулта симфони оркестрне йӗркеленӗ.
Юбилей ячӗпе ӑна паян ӗҫтешӗсем ҫеҫ мар, ЧР Культура министерстви те саламланӑ.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерӗҫ. Унӑн сценарине хатӗрлесе ҫитернӗ ӗнтӗ. Фильмра камсем вылясси те паллӑ.
Экономика аталанӑвне хӑвӑртлатмалли институт проекчӗпе пулса пыракан фильма ҫурла уйӑхӗн 7–15-мӗшӗсенче ӳкермелле. Паян ҫак ыйтупа республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче канашлу иртнӗ.
Фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкерӗҫ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Фильмри тӗп сӑнара Раҫҫей халӑх артисчӗ Александр Галибин калӑплӗ. Унта ҫавӑн пекех Шупашкарти 5-мӗш гимназири ачасем ӳкерӗнӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн культура, нациольноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑ.
Вячеслав Оринова тӑван республикӑмӑрта тӳре-шара пулнинчен ытла режиссер тата актер евӗр пӗлеҫҫӗ пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӗренкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинчи актерсене хатӗрлекен уйрӑмра тата Мускаври В.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтӗнче режиссерсене хатӗрлекен факультетра вӗреннӗ.
Зоя Яковлева режиссер калашле, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне вӑл 25 ытла сӑнар калӑпланӑ.
Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те вӑл пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Сарӑту облаҫӗнчи Шнеуй ялӗнче облаҫри чӑвашсен «Акатуйӗ» иртнӗ, унта Чӑваш Республикин делегацийӗ хутшӑннӑ.
Суха тата ҫӗр уявӗпе унта пурӑнакансене тата хӑнасене Сарӑту облаҫӗ Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Иван Кузьмин, Шнеуй ялӗ вырнаҫнӑ муниципалитет районӗн пуҫлӑхӗ Олег Чумбаев, Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов тата ыттисем саламланӑ.
Иван Кузьмин ҫак чаплӑ уяв паян чӑн чӑваш ҫӗрӗ ҫинче иртет, ку вӑл мода ыйтни мар тесе каланӑ. «Пирӗн кӗпӗрне нумай нациллӗ. Пӗтӗм истори пуҫланакан йӑла-йӗркене пӑхӑнни кирек епле халӑхӑн та тӗп пайӗ. Историе пӗлмен ҫын пуласлӑха аталантарасси иккӗлентерет. Ҫавӑнпа та 325 ҫул палӑртакан ялта тата шкул уҫнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ялта Акатуй иртни питӗ лайӑх», — тенӗ Иван Кузьмин.
Уява 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Шупашкар хулинче кивӗ батарейкӑсем пухаҫҫӗ. Халӗ ку акцие республикӑн
Культура министерстви те хутшӑннӑ.
«Сдай батарейку на утилизацию – спаси нашу планету» (чӑв. Батарейка утилизацие пар — пирӗн планетӑна ҫӑл) акци кил-тӗрӗшри каяша уйрӑм пуҫтарма хӑнӑхтарас тӗллевлӗ. Мероприятие кӑҫал ҫӗршывра йышӑннӑ Экологи ҫулталӑкне халалланӑ. Республикӑра ӑна Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк ӗҫӗсен министерстви йӗркеленӗ.
Пӳрне евӗр пӗр батарейка 20 тӑваткал метра яхӑн лаптӑка йывӑр металсемпе варалать теҫҫӗ ӑсчахсем.
Усӑ курнӑ батарейкӑна Шупашкарта Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. Унта сире те кӗтеҫҫӗ. Вӗсене Челепӗр хулинчи
«МЕГАПОЛИСРЕСУРС» предприятие тирпейлеме ӑсатӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ акцие йӗркелекенсем.
Чӑваш Енри культурӑн паллӑ учрежденийӗсене кӑтартакан паллӑсене автомобиль ҫулӗсем хӗррине вырнаҫтарасси пирки унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫак кунсенче ӑна СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта уҫӑ мемориал комплексне каякан паллӑна вырнаҫтарнӑ.
Ырӑ пулӑм. Туристсемшӗн меллӗ. Виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла, акӑлчанла. Республикӑн Культура министерствинче ун пек тума хӑйсем ыйтнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах тӑван чӗлхене юратакан филологсем маршрута кӑтартнинче йӑнӑш тупса та палӑртнӑ.
«Космонавтика музейӗ» тес вырӑнне «Космонавтика музейе» ҫырӑнса кайнӑ. Ку йӑнӑша яваплисем асӑрхаса тӳрлетӗҫ-ши — кӑна вӑхӑт кӑтартӗ. Эпир вара сӑнаса тӑрӑпӑр.
Чӑваш Енри культура ӗҫченӗсене ведомство наградипе чыслама пуҫласшӑн. Кун пек пуҫарупа республикӑн Культура, наци тата архив ӗҫӗсен министерстви Правительствӑна тухнӑ. Йышӑну проектне паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
«За достижения в культуре» (чӑв. Культурӑри ҫитӗнӳсемшӗн) кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ ҫирӗплетесшӗн.
Культура министрӗн ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Вячеслав Оринов ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек награда Раҫҫей шайӗнче пур. Культурӑра, ӳнерте тата туризмпа ӗҫлекенсене унпа чыслаҫҫӗ. Чӑваш Енре вара вӑл паллӑна отрасльте 10 ҫултан кая мар ӗҫлесен ним мар ҫакса ярӗҫ. Тепӗр услови те пур-ха: награда илме тӑратнӑ организацире хайхи ҫыннӑн 5 ҫултан кая мар тимлемелле.
Тутарстанри Нурлат хулинче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Уяв-2017» Пӗтӗм Раҫҫейри уяв иртнӗ.
Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ, Тутарстан чӑвашӗ Константин Яковлев хутшӑннӑ. Анна пӗрле Чӑваш Ен делегацийӗ, ҫав шутра Валерий Филимонов спикер, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов (вӑл та Тутарстан чӑвашӗ), кӳршӗллӗ республикӑри уява хутшӑннӑ. Чӑвашсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.
Ӗнерех Нурлат районӗнчи Ерепьел ялӗнче 50 вырӑнлӑх Культура ҫурчӗ уҫнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Уяв» Нурлат хулинче вунӑ ҫул ытла иртереҫҫӗ. Унӑн пӗлтерӗшне Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев пысӑка хурса хакланӑ май вӑл Тутарстанри чӑвашсене пӗрлештерет, нацисем хушшинчи туслӑха аталантарать тесе каланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ.
Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакан аслӑрах ҫулхи ҫынсем аван астӑваҫҫӗ. Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |